"Сипет" халăх театрĕ Мăн Токшикра

Ĕнер каç, Йÿçкасси культура çурчĕ çуменчи «Сипет» халăх театрĕ Мăн Токшик ялĕнче хăнара пулчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ 75-çул çитнине халаласа хатĕрленĕ «Пĕр хурăн çеç пĕлет» икĕ пайлă драмăпа курма килекенсене чĕререн тыткăнларĕ. Çанталăка пăхмасăрах клубра Светлана Иванова тăрăшнипе халăх пухăнчĕ. Константин Ярухин та тав сăмахĕ каласа куракансемпе сывпулашрĕ.