Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ

Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе уяв концерчĕ

Майăн 7-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртĕнче пысăк уяв концерчĕ пулса иртрĕ. Концерта «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕ лартса пачĕ.

Концерт пуçланиччен малтан «Шуçăм» артисчĕсем Асатте-аттесене асăнса чăрăшран ятарласа тунă кăшăла памятник умне хурса пĕр минут шăп тăчĕç. «Канлĕ çывăрăр, эппир сире яланах асăнатпăр», - тесе культура Çуртнелле утрĕç салтак çипуçĕсене тăхăннă артистсем.

Асăнна вăхăтра культура Çурчĕ куракансемпе тулчĕ. Концерт программи виçĕ пайран пулчĕ. Салтак çипуçĕсем тăхăннă артистсем концерта «Солдаты минувшей войны» юрăпа уçрĕç. Районта иртнĕ «Я Помню! Я горжусь!» фестиваль-конкурсра I-мĕш вырăна тухнă Арсений Тимофеев «Защитники Отечества» юрра мăнаçлăн юрларĕ. Çавăн пекех Вера Макаровапа Вера Ягуькина çак конкурсра çĕнтерÿçĕсем «Палăк» юрăпа куракансен чĕрине кĕĕрсе вырнаçмалла шăрантарчĕç. Çĕентерÿ кунне халалласа тĕрлĕ юрăсем шăрантарчĕç артистсем: «На побывку едет молодой моряк»- Раиса Олангина, «Катюша» Арсений Тимофеев, «Ехал я из Берлина»- Валерий Голубев, Анатолий Макаров, Николай Захаров. Çавăн пекех Федор Осипов хуткупăспа вăрçă темипе кĕвĕсем шăрантарчĕ, юрăсемпе савăнтарчĕ.

Иккĕмĕш пайĕнче вырăс композиторĕсен юррисене шăрантарчĕс артистсем. Виççĕмĕш пайĕнче чăваш композиторĕсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç артистсем куракансене. Кунта та çĕнĕ юрăсен пуххи пулчĕ. Çамрăк юрăç Виктория Любимова «Аттепе - анне» юрăпа куракансене савăнтарчĕ. Анатолий Макаров пултарулăх ертÿçи çĕнĕ юрăсемпе пуянлатма пултарчĕ «Шуçăм» программине.

Концерт программине илемлетекенĕсем «Шуçăм» ташă ушкăнĕнчи хĕрĕсемпе каччисем пулчĕç. Вĕсем куракансене тĕрлĕ халăх ташшисемпе тыткăнларĕç.

Концерта ертсе пыракан, Николай Краснов çырнă сăвă йĕркисемпе программăна пуянлатса тăчĕ. Кунта вăрçă вăхăтне аса илсе çырнă, çавăн пекех хальхи ырă пурнăçа халалланă сăвă йĕркесем пулчĕç.  

Концерт вĕçленсен курма килекенсене кăкăрĕсем çине Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе хăюсем çакса ячĕç.

Уяв концерчĕпе пурте кăмăллă юлчĕç. Артистсене тав туса тулли кăмăлсемпе килелле саланчĕ ял халăхĕ.

 



09 мая 2021
19:06
Поделиться