Тăлăх арăмсене саламларĕç

Москакасси ял тăрăхĕнче хаяр вăрçă вăхăтĕнче хăйсен мăшăрĕсене çухатнă паянхи кун икĕ ватă асанне кăна юлнă. Вĕсем çаксем: нумаях пулмасть хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тунă Е.В.Иванова тата 105 çула çывхаракан Н.С.Белова. Мĕн кăна чăтса ирттермен пулĕ вĕсем хăйсен пурнăçĕнче. Хурине те шуррине те сахал мар тÿссе ирттернĕ çак çулсем хушшинче.
Майăн 8-мĕшĕнче çак сăпайлă та вашават кинемейсем патĕнче Москакасси ял тăрăхĕн ертÿçи Д.В.Кириллов, ял тăрăхĕн депутачĕ С.О.Расколова, хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Г.Г.Голубева тата культура ĕçченĕсем пулса килчĕç. Вĕсене Д.Кириллов çывхарса килекен Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламласа парнесем, Н.Угаслов тата А.Салаеевăн тав çырăвĕсене парса чысларĕ тата нумай çул хушши сывлăхпа пурăнма телей сунчĕ. Çавăн пекех С.Расколова, Г.Голубева та вĕсене ăшшăн саламларĕç, чечексем парса хавхалантарчĕç.
Артистсем çывхарса килекен Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Асаннесем те вĕсемпе пĕрле шала кайнă сассисемпе чунтанах юрлама тăрăшрĕç. Тĕлĕнмелле, çак çула çитсе те вĕсем тĕрĕс-тĕкел ăç-пуçпа пурăнаççĕ. Мĕн чухлĕ çирĕплĕх тата вăй-хал вĕсен чунĕсенче. Апла пулсан, вĕсене малашне те çак çирĕплĕхпе пурăнма тăнăçлăх та телей сунатпăр!
Çак кунах Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе урамра курнă кашни çыннах культура ĕçченĕсем хăйюсем çакса ячĕç, Н.Угаслов тата А.Салаеевăн тав çырăвĕсене парса саламларĕç.
Майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ир пуçласа кăнтăрлачченех культура Çурчĕ умĕнче илемлĕ кĕвĕсем янăрарĕç. Çынсем аякранах илтме пултарчĕç Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе янăранă кĕвĕсене.