Пуян та илемлĕ концертпа савăнтарчĕç Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм»

Пуян та илемлĕ концертпа савăнтарчĕç Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм»

Ачасене хӳтĕлемелли куна халалласа Москакасси культура Çуртĕнче майăн 28-мĕшĕнче Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн ташлаканĕсем, çамрăк юрлаканĕсем, сăвă калакансем тата искусствă шкулне çӳрекен çамрăк ташăçăсем тĕлĕнмелле асамлă та илемлĕ концертпа ашшĕ-амăшĕсене, курма килекенсене савăнтарчĕç те хавхалантарчĕç те. Икĕ сехете яхăн киленсе, пăхса ларчĕç çамрăк артистсен концертне.

Концерт программине Москакасси ял тăрăхĕн депутачĕ Светлана Расколова илемлĕн ертсе пычĕ. Çак маттур та пултаруллă хĕрарăмăн хĕрĕпе ывăлĕ те сцена çинче тĕрлĕрен ташăсем ташларĕç, паллах амăшĕн кăмăлне çĕклерĕç. Концерт вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсемпе вăйă та туса ирттерчĕ ертсе пыракан.

1-мĕш класс вĕренсе тухнă ачасем те тĕлĕнтерчĕç куракансене. Вĕсене класс ертӳçи Светлана Федоровна Желтова çирĕп алăра тытса, ачасене тĕрĕс çул çине тухма пулăшать, лайăх вĕренччĕр тесе сахал мар вăй хурать. Ачасем сцена çине тухсанах хăйсем маттурине кăтартрĕç, вĕсем ташăсене те илемлĕн ташлама тăрăшрĕç, «Ой спасибо козлик» юрра та илемлĕн шăрантарчĕç, Роман Поркин «Детство» сăвва çирĕппĕн те хăюллăн вуларĕ.

Арсений Тимофеевпа Виктория Любимова юрланă юрăсене те хапăл тусах йышăнчĕç куракансем.

Анатолий Макаров художествă пултарулăх ертӳçи концерта мĕн пуçламăшĕнчен вĕçне çитиччен видеокамера çине ӳкерчĕ. Çакна кайран Вера Макаровапа иккĕшĕ кино пек калăпласа сенкер экран çинчен пăхмалла туса кăлараççĕ.

Мĕнле кăна ташă пăхса савăнмарĕç пулĕ çак кун культура Çуртĕнче. Паллах, çак ташăсене вĕрентсе пыраканĕсем Ирина тата Мария Петровасем. Мария нумаях пулмасть ĕçлеме пуçларĕ пулин та ачасене тĕрлĕрен интереслĕ ташăсем вĕрентме пултарчĕ. Ачасем вара унпа питех те кăмăллă. Ирина Васильевна ачасемшĕн паянхи кун иккĕмĕш амăшĕ тесе калас килет. 30 çул ытла ĕнтĕ вăл «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн балетмейстерĕ пулса ĕçлет. 30 çул каялла ташланă ашшĕ-амăшĕ çак концертра хăйсен ачисем ташланине пăхса савăнса ларчĕç. Мĕн тери пуянлăх, асамлăх ташă тĕнчинче. Мĕн тĕрлĕ хускану тумарĕç пулĕ ачасем, çакă мар-и-ха спорт? Ачасем çакăнта мар-и-ха сывлăха çирĕплетеççĕ? Хăйсене сцена çинче илемлĕн тытма вĕренеççĕ, дисциплина енчен те çак ачасем лайăхпа кăна палăраççĕ. Ахальтен мар пулĕ ташă ушкăнне çӳрекенсем вĕренӳре те яланах ĕлкĕрсе пыраççĕ. Çак çулсем хушшинче ылтăн, пăхăр медальсемпе вĕренсе тухнисем те сахал мар пулнă. Чылайăшĕ аслă пĕлӳ илсе, пурнăç çулĕ çине тухнă. Çакăнта Ирина Васильевнăн тӳпи те пысăк тесе калас килет. Малашне те пысăк вăй-халпа ĕçлесе пыма ăна турри сывлăхне кăна патăрччĕ.

Концерт пăхса кăмăлĕсене уçнă куракансем концерта йĕркелекенсене тав туса килелле саланчĕç.



02 июня 2021
09:04
Поделиться