Цирк питĕ хаваслă иртрĕ

Цирк питĕ хаваслă иртрĕ

Москакасси культура Çуртĕнче июнĕн 1-мĕшĕнче ача-пăчасен кунĕ ячĕпе Шупашкартан «Шарон» цирк килсе çитрĕ. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем нумаях пулмарĕç пулин те, залра хаваслă та янăравлă кулă хăлхаран каймарĕ. Чăваш республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Всеволод ачасене тĕрлĕрен фокусемпе, шÿтсемпе савăнтарса тĕлĕнтерчĕ. Ачасене те сцена çине пĕрин хыççăн теприне хăпартса, хăйĕнпе пĕрле тĕрлĕрен фокусенче хутшăнтарчĕ. Куншăн ачасем чăннипех те савăнчĕç, хăйсене сцена çинче çав вăхăтра артистсем пекех туйрĕç. Ашшĕсене те сцена çине хăпартрĕ артист, вĕсемпе те тĕрлĕрен интереслĕ ĕçсем туса ирттерчĕ.

Пĕр сăмахпа каласан, çак циркпа питех те кăмăллă юлчĕç залра ларакансем. Цирк вĕçленсен, культура Çурчĕн ертÿçи, Г.Голубева залра ларакан ачасене пурне те уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, каникула усăллă та хаваслă ирттерме телей те ăнăçу сунчĕ. Ачасене çавăн пек хаваслă уяв туса панишĕн, Всеволод артиста пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Ачасем унăн сăмахне çирĕплетсе тăвăллăн алă çупса, урисемпе тапăртатса саламларĕç артиста. Хаваслă кăмăлсемпе тухрĕç культура Çуртĕнчен курма килнисем.



04 июня 2021
08:32
Поделиться