Ман юратнă Çĕршыв

Çĕршыв кунне халалласа Москакасси культура ĕçченĕсем ачасемпе усăллă та савăнăçлă тĕл-пулу туса ирттерчĕç. Симĕс урамра пурăнакан ачасене Анатолий Макаров пирĕн юратнă Çĕршыв çинчен кĕскен каласа пачĕ, ачасем ăçти вырăнта пурăнни, вĕсем ытларах кама юратни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Ачасем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ыйтусем çине хуравларĕç. Ун хыççăн ачасемпе тĕрлĕрен ăмăртусем туса ирттерчĕç культура ĕçченĕсем. Ачасем кунта та питĕ маттурсем пулчĕç. Ăмăртăва пысăкраххисем те пĕчĕкреххисем те хавхалансах хутшăнчĕç. Кунта пуçтарăннă пур ачана та савăнмалăх шарсем парса тухрĕç.
Çуллахи каникул вăхăтĕнче малашне те çакăн пек тĕл-пулусем туса ирттересси пирки пĕлтерчĕç ачасене культура ĕçченĕсем. Ачасем куншăн питех те кăмăллă юлчĕç.