Республика кунĕ ячĕпе илемлĕ фильмсем пăхрĕç

Республика кунĕ ячĕпе илемлĕ фильмсем пăхрĕç

 Чăваш Республикин кунне Шупашкарта июнĕн 24-мĕшĕнче çулсеренех чаплăн туса ирттереççĕ.

 Çак савăнăçлă уяв кун ячĕпе Москакасси культура Çуртĕнче культура ĕçченĕсем Москакасси вăтам шкулĕнче лагерьте канакан ачасемпе тĕл пулу туса ирттерчĕç.

Малтанах  А.Парандеева вĕрентекен ачасенчен: «Паянхи кун мĕнле уяв-ши?», - терĕ. Ачасем харăссăнах; «Чăваш республикин кунĕ!», - тесе кăшкăрчĕç харăссăн. Алина Валерьевна  уяв ячĕпе пурне те ăшшăн саламларĕ.

Çак тĕл пулăвăн тĕп сăлтавĕ çакăнта пулчĕ. Пирĕн Москакасси ял тăрăхĕнче тĕлĕнмелле çынсем пурăнаççĕ. Ку тăрăхра пурăнакан ачи – пăчи те, çамрăксем те ваттисем те ĕçченлĕхĕпе кăна мар, пултарулăхĕпе те районта, е Республикăра час-часах палăраççĕ. Тата тепĕр пулăм, пирĕн районта пурăнакансем хушшинче чи ватă çынсем пурăнни пире савăнтарать те, мăнаçлантарать те..

 Пур уявра та çакăн пек маттур çынсене аслă сцена çинчен чыслăн саламлаççĕ. Паянхи кун акă пирĕн Москакасси ялĕнче пурăнакан Надежда Трихалкина «Бизнес и предпринимательство» номинацинче «Я Женщина» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса аслă сцена çинчен парнене илме тивĕçрĕ. Паллах, ку пире питех те савăнтарать.

Шăпах ĕнтĕ çакăн пек паллă çынсене ачасем сенкер экран çинчен пăхса паллашрĕç. Çакăн пек çынсем çинчен тĕрлĕрен фильмсем калăпланă Анатолийпе Вера Макаровсем.

Малтанах ачасем садик пурнăçĕпе паллашрĕç, конкурсра çĕнтернĕ О.Н.Столярова воспитатель пирки вара хаваслансах пăхрĕç. Мĕнле-ха, хăйсене ÿкерме вĕрентекен учитель мала тухни, вĕсемшĕн чи пысăк телей. Пирĕн тăрăхри нумай çул пурăнакансем çинчен те хавхалансах пăхрĕç ачасем. «Чечеклен, юратнă Муркаш ен!» конкурсра çĕнтернĕ «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн пултарулăхĕпе те паллашрĕç.

Юлашкинчен ачасем хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ А.В.Брагинан ал ĕçĕсен выставкипе паллашрĕç. Мĕн чухлĕ илемлĕхе пăхса савăнчĕç ачасем. Вĕсене чăннипех те тĕл пулу килĕшни çинчен пĕлтĕмĕр юлашкинчен.

 Культура Çурчĕн ертÿçи вĕсене тепĕр хутччн уяв ячĕпе саламларĕ, татах килсе çÿереме чĕнсе хăварчĕ, кун пек киносем татах пурри çинчен пĕлтерчĕ. Ачасем хаваслансах татах килесси çинчен пĕлтерчĕç.

Тав сăмахĕсем каласа, хавас кăмăлсемпе уттарчĕç ачасем шкулалла.

 



25 июня 2021
10:58
Поделиться