Туслăх кунĕ ячĕпе илемлĕ юрăсем

Юлашки çулсенче пирĕн Çĕршывра мĕнле кăна уявсем туса ирттермеççĕ пулĕ. Акă июлĕн 30-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртĕнче Туслăх кунне туса ирттерме сăлтавĕ те пулчĕ. Çак кун Москакасси ял тăрăхĕнчи Уйкас Хачăк, Москакасси поселокĕнче пурăнакансем умĕнче Москакасси ял тăрăхĕн ертÿçи Денис Кириллов çур çул хушшинче ял тăрăхĕнче мĕнле ĕçсем туса ирттерни çинчен тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Çак ĕçлĕ тĕл пулура Муркаш район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Алексей Матросов, Шупашкартан килсе çитнĕ Александр Федотовпа Николай Угаслов, çавăн пекех Муркаш район депутачĕ Петр Волков тата вырăнти депутатсем пулчĕç. Тĕрлĕрен ыйтусем пулчĕç çак тĕл пулура. Ыйтусем çине тĕплĕн хуравлама тăрăшрĕç килсе çитнĕ хăнасем.
Юлашкинчен çак тĕл пулу Москакасси культура Çуртĕнче пулса иртрĕ. Кунта та çынсем сахал мар пуçтарăнчĕç.
Туслăх кунĕ ячĕпе пуçтарăннисене культура ĕçченĕсем ăшшăн саламласа илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç, кĕске кану йĕркелесе пачĕç. Куншăн питех те савăнчĕç кунта пуçтарăннисем, артистсене тав сăмахĕсем каларĕç хăйсене çавăн пек илемлĕ юрăсемпе савăнтарнăшăн.
Кун хыççăн çак ĕçлĕ тĕлпулу чылай вăхăта тăсăлчĕ. Ку тĕл пулу пуриншĕн те усăллă пулчĕ çак кун.