Москакасси культура Çуртӗнче сумлă ватăсене хисеплерӗҫ

Çак юрă сăмахĕсем чăннипех те чуна кĕрсе вырнаçаççĕ. Çапла çулсем ирнĕ çемĕн пирĕн тăнлавсем те шуралаççĕ, вăйсем те чакса пыраççĕ, чирĕ те юнашарах утса пырать. Çак пандемине пула пирĕнтен мĕн чухлĕ паян пурăнмалли çын çут тĕнчерен уйăрăлчĕ пулĕ. Юлашки вăхăтра пĕр - пĕринпе хутшăнма та хăрама пуçларăмăр. Анчах та пурнăçĕ малаллах шăвать-çке, пĕр-пĕринпе курнăçса та калаçас килет. Ĕлĕкхи çынсем вĕсем яланах пĕрле пулма тăрăшнă, ялти ĕçсене те пĕрле пухăнса нимелле ĕсленĕ, кил-çурчĕсене те пĕрле хăпартнă. Ĕçки-çикисене вара пĕтĕм ял-йыша пуçтарнă. Паянхи кун та çав çынсен пĕрле пухăнса, пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçас килет.
Çĕршывра пĕтĕм сумлă ватăсене октябрĕн 1-мĕшĕнче хисеплени питех те вырăнлă. Кĕрхи ĕçсене вĕçлесен, пĕрле пуçтарăнса уяв туса ирттерни питех те вырăнлă.
Октябрĕн 1-мĕшĕнче Москакасси культура Çуртне хисеплĕ ватăсем нумаях пуçтарăнмарĕç. Вĕсене малтанах Москакасси ял тăрăхĕнчи Ветерансен канашĕн ертÿçи Н.В.Потряков уяв ячĕпе саламласа пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утса пыма сывлăх та телей сунчĕ.
Шуçăм артистчĕсем чăн-чăн уяв туса пачĕç. Юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Дороги России юрра Вера Макарова чĕрене кĕрсе вырнаçмалла шăрантарчĕ, «Ытла кичем пулнăран» шÿтлĕ юрăпа Мария Кораблева пурне те култарчĕ, «Кнопочки баянные» юрра Фаина Автутова хăйĕн çепĕç сассипе тыткăнламаллипех тыткăнларĕ. Г.Голубева «Пурнăç урапи» юрăпа залра ларакансене хăйсен пурнăçĕ çинчен аса илтерчĕ. Анатолий Макаров хуткупăспа тĕрлĕрен илемлĕ кĕвĕсем выляса сумлă ватă çынсене хăйсен çамрăклăхĕ пирки аса илтерчĕ. Анатолий Макаров залра ларакансене хуткупăспа тĕрлĕрен кĕвĕсен пуххине выляса пачĕ, хуткупăс сассине мĕн пĕчĕкрен юратнăран, хуткупăспа мĕнле выляма вĕренни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Концерт вĕçленес умĕн пурне те уяв открыткисемпе чечек çыххисем парса саламларĕç культура ĕçченĕсем. Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн те çак уяв концерчĕ парнерен те парне пулчĕ çак кун. Тав сăмахĕсем каласа тулли кăмăлсемпе саланчĕç килелле культура Çуртне пухăннисем.