Чуна хумхантаракан проект пĕтĕмлетĕвĕ

Чуна хумхантаракан проект пĕтĕмлетĕвĕ

    Декабрĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарти «Салют» Керменĕнче тĕлĕнмелле чуна хумхантаракан театрализациленĕ «На рубеже памяти» юрăпа ташă проектне презентаци туса ирттерчĕç.   Çак презентаци  Чăваш Республикин пуçлăхĕ О.Николаев грантне çĕнсе илнĕ ушкăн йĕркеленипе пулса иртрĕ. Проектра хаяр вăрçă пуçлансан пирĕн чăваш халăхĕ Çăр хĕрринче мĕнле нуша курса окопсем чавни çинчен сăнласа панă. Проектне вара Шупашкарти Хузангай ячĕпе хисепленекен Керменте вăй хуракансем:Е.Иванова, И.Шмелева, Л.Панфилова тата  «Восторг» ташă ушкăнĕн ертÿçисем çырса хатĕрленĕ. Шăпах ĕнтĕ Республикăра çак проект О.Николаев грантне çĕнсе илнĕ. Паллах, çак ĕçе пурнăçлама çăмăл мар пулни çинчен пĕлтерчĕç куççулĕ витĕр проектăн авторĕсем презент аци хыççăн. Мĕн чухлĕ халăх пуçтармалла пулнă вĕсен çак пысăк та ответлă ĕçе кăтартма. Ташлакан, юрлакан ушкăнсене Шупашкарта кăна мар, Республика тулашăнчи районсенче те шыранă. Çак ушкăнсем хушшине пирĕн «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнне те суйласа илнĕ. Мĕн чухлĕ вăй хучĕç пулĕ пирĕн çамрăксем аслă сцена çине тухиччен. Темиçе хутччен Шупашкара та кайса килчĕç, хамăр пата та ертсе пыракансем киле-киле ташăсене вĕрентрĕç. Пирĕн çамрăксем вĕренни, ĕçлени сая каймарĕ, Салют Керменĕнче хăйсене чăн-чăн артистсем пек кăтартма пултарчĕç.

     Çак концерта пăхса ларнă чух чун çÿçенсе кăна тăчĕ, сцена çинче вылякан кашни артист хăйĕн рольне чĕрене кĕрсе вырнаçмалла витĕмлĕн вылярĕ. Сехет ытла хумханса та хурланса пăхса лартăмăр çак презентацине. Вĕçленнĕ хыççăн сцена çине Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Г.Богуславский, Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.Николаева тата Шупашкар хулин ертÿçи Д.Спирин улăхрĕç. Вĕсем çак проекта халăх умне тивĕçлĕ шайра кăларма пултарнишĕн, пурне те чунтан саламласа тав турĕç, проектра хутшăннă кашни ушкăна тав çырăвĕсемпе парнесем парса чысларĕç. Пирĕн ушкăн та çак парнене илме тивĕçрĕ. Проектра хутшăннă çĕрте Иринăпа Мария Петрова хореографсем «Шуçăм» ушкăна тивĕçлĕ шайра кăларас тесе, пысăк тÿпе хыврĕç.

     Тавтапуç вĕсене тата ташă ушкăнне çÿрекенсене! Маттурсем!

 



08 декабря 2021
15:38
Поделиться