Хавхануллă тĕл пулу

Хавхануллă тĕл пулу

     Декабрĕн 3-мĕшĕнче çулсеренех сывлăх енчен сусăрсен кунне паллă тăваççĕ. Çĕр çинче пурăнакан нимĕнле çемье те çут тĕнчене çакăн пек сусăр ачасем килессе кĕтмест. Шел пулин те хăш-пĕр çемьесенче сывлăх енчен хавшак ачасем çут-тĕнчене килеççĕ. Паллах, çакăн пек ачасемшĕн ашшĕ-амăшĕн сахал мар вăй-халне шеллемесĕр тăрăшма тивет. Çак ачасем патне пачах та урăхла енлĕ тимлĕх уйăрмалла-çке-ха. Тепĕр ашшĕ-амăшĕ чăтаймасăр куççулĕ витĕр ачисене интерната ăсатать.

    Çак куна, эпир те, Москакасси культура Çуртĕнче вăй хуракансем ял тăрăхĕнчи сывлăх енчен хавшакрах ачасемпе тĕл пулма тăрăшатпăр. Кăçал та, Уйкас Хачăк ялĕнче пурăнакан Татьянăпа Александр Алексеевсен çемьинче пулса килтĕмĕр. Вĕсен çемьинче вырăсла каласан, «Солнечый ребенок»,15 çулхи Эвелинахĕрача çитĕнет. Эпир пырса кĕрсенех пире Татьяна амăшĕпе Эвелина хĕрĕ ăшшăн кĕтсе илчĕç. Малтанах эпир Эвелинăпа калаçрăмăр, вăл та пирĕнпе хаваслансах калаçма тăрăшрĕ. Кайран эпир унпа çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе тетрадь çине ĕлка ÿкертĕмĕр. Вăл ёлкăна тĕрлĕ-тĕрлĕ шариксем, теттесем ÿкерсе капăрлатрĕ. Çак ĕçе вăл çав тери тăрăшса турĕ. Çак ăсталăха Эвелина Москакасси вăтам шкулĕнче пухать. Вĕсем амăшĕпе эрнере пĕр кун шкула çÿреççĕ. Çакăн пек ачасемпе шкулта И.Ф.Кожеваникова ĕçлесе пырать.

    Çĕнĕ çул ячĕпе унпа юрăсем те юрларăмăр. Вăл пирĕĕнпе хавхалансах юрлама тăрăшрĕ. Юрăсем юрланă хыççăн пĕр-пĕрне алă çупса саламларăмăр. Эпир çак ĕçсене тунă хушăра, Татьяна амăшĕ, сĕтел çине вĕри чейне те, тутлă çимĕçне те лартма ĕлкĕрчĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса сим-пыл чейпе, тутлă çимĕçпе сăйлантăмăр кĕреке хушшинче. Эпир вĕсем патне хăнана килнишĕн чунтанах савăнса юлчĕç Татьяна Алексеевнăпа Эвелина хĕрĕ.

 



08 декабря 2021
15:35
Поделиться