Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн солисчĕсем декабрĕн 09-мĕшĕнче Катькасси клубĕнче ял халăхне концертпа савăнтарчĕç

Москакасси культура Çурчĕ çумĕнчи «Шуçăм» халăх юрăпа ташă ушкăнĕн солисчĕсем декабрĕн 09-мĕшĕнче Катькасси клубĕнче ял халăхне концертпа савăнтарса килчĕç. Программăра вырăс тата чăваш эстрада юррисем пулчĕç. Сцена çине тухакан кашни артистах куракансем хавас кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Пĕлнĕ юрăсене хăйсем те юрлакансемпе пĕрле шăрантарчĕç. Ертсе пыракан концерт пынă вăхăтрах залра ларакансемпе юрă конкурсĕсем туса ирттерчĕ. Куракансем хавхалансах конкурсене хутшăнчĕç. Вĕсем сцена çине улăхса чăваш эстрада юррисене юрларĕç. Паллах, эстрадăпа юрлама çăмăл маррине те пĕлтерчĕç конкурса хутшăнакансем.
Концерт пынă вăхăтра тăхтав туса илчĕç артистсем. Çав вăхăтра ертсе пыракан залра ларакансемпе лотерея вылявĕ туса ирттерчĕ. Ытларахăшĕ асăнмалăх парне выляса илчĕ, куншăн пурте кăмăллă юлчĕç. Юлашкинчен пурте кĕвĕ çеммипе такмакласа ташларĕç, юрлакансем юрларĕç. Концерт программи питех те кăмăллă иртрĕ.
Клуб ертÿçи, Л.П.Сергеева, артистсене куракансен ячĕпе ăшшăн саламласа хавхалантарчĕ, татах концертсемпе килсе ял халăхне савăнтарма чĕнчĕ. Москакассисем те хăйсен патне «Çăлкуç» ушкăнне концертпа пыма йыхравласа хăварчĕç. Юлашкинчен Москакасси артисчĕсем чăваш тĕррин кĕтесĕ умĕнче асăнмалăх сăнÿкерчĕксем ÿкерттерсе тав туса килелле çул тытрĕç.