Флешмоб акцийĕ «Эпир терроризма хирĕç!»

Москакасси культура Çуртĕнче вăй хуракансем вăтам шкулта вĕренекен кĕçĕн класри ачасемпе «Эпир терроризма хирĕç!» ятпа сентябрĕн 5-мĕшĕнче флешмоб-акци туса ирттерчĕç. Çак акцине кăçалхи çул 1-мĕш класа килнĕ ачасемпе тата 4-мĕш класс ачисем хутшăнчĕç. Г.Голубева, культура Çурчĕн ертÿçи ачасене малтанах «Мĕн вăл терроризм!» çинчен кĕскен ăннлантарса пачĕ. Ун хыççăн ачасене пурне те хутран касса кăларнă кăвакарчăннсене тыттарчĕ. «Мĕнле кайăк-ха вăл кăвакарчăн?», -тесе ыйтсан, пурте харăссăн: «Мир кăвакарчăнĕ!», - тесе хуравларĕç. Çавăн пекех плакат та тыттарчĕ ачасене.
Сăн ÿкерчĕкĕ çапнă хыççăн ачасене çак кăвакарчăнсене илемлĕ сăрăсемпе сăрлама хушрĕç. Ачасем ку ĕçе хаваспах тума тытăнчĕç.
Çакăн пек флешмоб акцине хутшăнма пулăшнăшăн, класс ертÿçисене, Е.В.Поркинапа Н.А.Мирорнована культура ĕçченĕсен ячĕпе тав сăмахĕ калатпăр.