«Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнĕ юбилейпа саламларě

«Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнĕ юбилейпа саламларě

Нумаях пулмасть   Хорной ялĕнче пурӑнакан  Лидия Алексеевна Афанасьева     хӑйĕн сумлӑ  95 ҫулхи юбилейне   ачисемпе, тӑванĕсемпе, пускильсемпе пĕрле  сумлӑн палӑртрĕ.

    Лидия Алексеевна нумай-нумай ҫулсем хушши Ленин ячĕллĕ хуҫалӑхра ырми-канми тӑрӑшса ĕҫлесе «Хисеплĕ Ĕҫ ветеранĕ»  ырӑ ятпа тивĕҫлĕ канӑва тухнӑ.Ҫавна шута илсе, сумлӑ юбилей ячĕпе округри агропромышленность комплексĕн профсоюз райкомĕн председателĕ Фаина Григорьева  чун-чĕререн Тав ҫырӑвĕпе саламларĕ.

 «Муркаш» халӑх фольклор ушкӑнĕн участникĕсем илемлĕ юрӑ-ташӑсемпе савăнтарчĕҫ, ҫирӗп сывлӑх, тулли телей, ачусемпе, мӑнуксемпе савӑнса пурӑнма,  инҫе ҫул пек вӑрӑм ӗмĕр, канлӗ ватлӑх сунса чылайччен юрласа, ташласа киленчĕҫ.



12 апреля 2023
14:49
Поделиться