Чӑваш халӑх ҫутлӑхҫи ятпа уяв иртрĕ

Чӑваш халӑх ҫутлӑхҫи ятпа уяв иртрĕ

Ака уйӑхĕн 27 -мĕшĕнче Муркашри вӑтам шкулта Чӑваш халӑх ҫутлӑхҫи Иван Яковлев 175  ҫул ҫитнĕ ятпа питĕ чаплӑ уяв иртрĕ. Ҫак уява эпир те  Муркаш халӑх фольклор ансамблĕ ҫумĕнче йĕркеленнĕ  «Шӑпчӑк» ачасен фольклор ушкӑнĕпе  хутшӑнтӑмӑр. Ачасем  маларах  конкурсенче хутшӑннӑ юрӑ-ташӑсемпе паллаштарчĕҫ. Ташларĕҫ, юрларĕҫ, сӑвӑсем вуларěç, Иван Яковлевпа ҫыхӑннӑ сценкӑсем лартрĕҫ.

«Шӑпчӑк»  ачасен ушкӑнĕ Республика шайĕнче йĕркеленĕ «Авалӑхсӑр малашлӑх ҫук»  конкурсра  хутшӑнса ансамблĕн ташӑ ушкӑнĕ 3-мĕш вырӑн йӑшӑнчĕ. Ҫав конкурсрах «Илемлĕ халӑх йӑла-йĕркисем» номинацире «Выртмара» инсцинировка лартса 1- мĕш вырӑна  йышӑнчĕҫ.

Районта ирттернĕ «Ташлар-ха савӑнса» конкурсра 2-мĕш вырӑн  йышӑнма пултарчĕҫ.

   Ҫулсерен районта ирттерекен «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен» конкурсра  1-степенлĕ  Диплом илме тивĕҫлĕ  пулчĕҫ . Районта «Муркаш улӑпĕ» конкурса   хутшӑнса « Муркаш Улӑпĕ» ятне  «Выртмара» инцинировкӑра  мучи рольне  вылякан  Данилов Кирилл тухма  пултарчĕ. Ҫавӑн пекех Республикӑра ирттерекен  «Черчен чечексем»(«Цветы Чувашии») конкурса хутшӑнчĕҫ. . Юлашкинчен ачасене тав  ҫырӑвĕсем парса саламларĕҫ. Пирĕн «Шӑпчӑксем» ҫав тери маттур иккен.



27 апреля 2023
16:57
Поделиться