Муркаш культура ҫуртĕнче Сорхори уявĕ иртрĕ.

Муркаш культура ҫуртĕнче Сорхори уявĕ иртрĕ.

   Сорхори! Сорхори!

   Ҫитрĕ, кĕтнĕ сорхори!

   Сорхори тĕк сорхори

   Сорхорине пыратри, -терĕҫ «Муркаш» тата «Шӑпчӑксем».                      

      Сорхорине кӑрлачӑн 7-мĕшĕнче  кон таврӑннӑ вӑхӑтра хĕвеле хисеплесе ял-ҫынни выльӑх-чĕрлĕх  ĕрченине палӑртса ирттернĕ. Лайӑх тыр-пул  туса илме, ырлӑхпа сывлӑхпа, телейпе толӑх пурнӑҫпа порӑнма ĕмĕтленнĕ.

     Паян Сорхори конĕнче районти культура  ача-пӑча, яш-кĕрĕмсем сӑвӑ-такмаксем  каласа сорхори йӑла-йĕркисене туса ирттерчĕҫ.  Йорларĕҫ, ташларĕҫ, сорхори вӑййисем вылярĕҫ, юмӑҫ та пӑхрĕҫ. «Муркаш» халӑх фольклор участникĕсем вĕсене мӑйӑр, ӑшаланӑ пӑрҫа, тутлӑ коккӑльсемпе хӑналарĕҫ.  Сорхори уявĕ савӑнӑҫлӑ иртрĕ.

 



06 января 2024
14:00
Поделиться