Муркашсем кӳршĕсем патĕнче хӑнара

Муркашсем кӳршĕсем патĕнче хӑнара

Нумай ҫул хушши ӗнтӗ «Муркаш»  халӑх фольклор ансамблӗ хӑйӗн пултарулӑхпе халӑха савӑнтарать. Эпир ансамблӗн пултарулӑхӗпе кашни ҫулах ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ программӑсемпе хамӑр района анчах мар Республикӑра тата тӗрлӗ регионсене те тухса ҫӳретпĕр.

Акӑ ноябрĕн 21-мĕшĕнче «Муркаш» халӑх фольклор ансамблĕ Ҁĕмĕрле культура ҫуртĕнче хӑйĕн пултаруллӑхĕпе савӑнтарчĕ. Культурӑ ҫуртне туллиех халӑх пуҫтарӑнчĕ. Чи малтанах Муркашсем концерт курма килнĕ ҫынсене     ҫемье  кунĕ ячĕпе  чун-чĕререн саламларĕҫ. Концертра атти-аписен, маҁак-мамаксен юрри-ташшисем  нумайччен янӑрарĕҁ.

Юлашкинчен Муркашсем куракансене ҫирĕп сывлӑх, тулли телей, вӑрӑм кун-ҫул сунса, чылайччен юрласа, ташласа киленчĕҁ. Ҁĕмĕрлесем Муркашсене тав сӑмахĕ каларĕҁ, ура ҁине тӑрсах алӑ ҁупрĕҁ.



23 ноября 2024
13:12
Поделиться